Масар-ҫӑва таврашӗсенче шӑматкунлӑхсем ирттерни паха ӗҫ. Ҫавӑнпа кашни ял тенӗ пек пӗр хутччен пулин те ҫак ӗҫӗ явӑҫать.
Шӑматкун, ҫурлан 10-мӗшӗнче вара Атнар ял тӑрӑхӗн специалисчӗсемпе Депутатсен канашлӑвӗн депутачӗсен пуҫарӑвӗпе Атнар ялӗнчи ҫӑва ҫинче шӑматкунлӑх иртнӗ.
Унта вара администраци ӗҫченӗсем кӑна мар, ялти хастар ҫыннисем те тухнӑ. Ӗҫӗ вара ватти-вӗттине те туллинех ҫитнӗ: Мадебейкин Александр Юрьевич хӑйӗн тракторӗпе типнӗ курӑка ҫулнӑ, хӗрарӑмсем вара курӑкне пуҫтарса ҫунтарнӑ. Атнарти пушара хирӗҫ тӑракан постӑн ӗҫченӗсем Волков Ю.Г., Железнов В.И. тата Атнар клубӗн ертӳҫи Шуськин Г.А. бензин ҫинче ӗҫлекен ҫавапа ӳссе кайнӑ тӗмӗсемпе типнӗ курӑка ҫулнӑ. Никифоров И.Ф., Кузьмин Н.С., Куропаткин Г.М. вара ватӑ, самаях туратланса кайнӑ йывӑҫсене каснӑ.
Шорово ял ҫыннисем блоксенчен асӑнмалли ҫурта купаланӑ. Тарапай тата Туканаш ялсен арҫыннисем вара асӑнмалли тӳрем ҫӗрне тӳрлетнӗ.
Шӑматкунлӑха пӗтӗмӗшлӗ 100 яхӑн ҫын тухнӑ. Тарапай, Атнар ялти ҫыннисем вара хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе, хастарлӑхӗпе паллӑрса юлнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле, ҫурлан 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчинче юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансен ушкӑнӗ «Рябинушка» уҫнӑ. Унта ача пахчине маларах ҫӳренисемпе пӗр тан ыттисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсене савӑнтарма шкул учрежденийӗ ятарласа парнесемпе, шӳтсемпе Бим и Бом клоунсем килнӗ.
Юсав хыҫҫӑн ача пахчи ҫӗнӗлле пурнӑҫа куҫрӗ тейӗн. Хӑтлӑ, ҫутӑ пӳлӗмсем, ҫӗнӗ пластик алӑкӗ тата ытти улшӑнусем ача пахчи ӗҫченӗсене кӑна мар, шӑпӑрлансен ашшӗпе амӑшӗсене те савӑнтарнӑ.
Этем яланах шухӑш-ӗмӗтпе ҫунатлӑ. Анчах тӑвас тенине пурнӑҫлама ал айӗнче укҫа хӗсӗкки те тепӗр чух кансӗрлет. Хӗрлӗ Чутайри чылай ҫын хушма хуҫалӑха аталантарма ҫӑмӑллӑхлӑ кредитпа усӑ курать. Кун пирки район администрацийӗ хыпарлать.
Кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра кӑна унта 458 ҫын 87,9 миллион тенкӗлӗх кивҫене кӗнӗ. Кам ӑҫтан пултарать, ҫавӑнтан илет: пӗрисем — Перекет банкӗнчен, теприсем — Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗнчен. Аса илтеретпӗр, хушма хуҫалӑха аталантарма тесе уйӑракан кредитӑн процент ставкин пӗр пайне патшалӑх саплаштарать.
Кивҫен илессипе Хӗрлӗ Чутай, Питеркасси, Акчикасси ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем уйрӑмах хастар-мӗн.
Кашни ҫулах ҫуллахи кунсенче ял халӑхӗ хаваспах Ял уявне паллӑ тума пуҫтарӑнать. Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче вара Ял кунне Етӗрне районӗнчи Анат Явӑш ялӗ уявланӑ. Уява Мӑн Явӑшсем кӑна мар, кӳршӗ ялӑн ҫыннисем те, чӗннӗ хӑнасем те пуҫтарӑннӑ. Ҫирӗпленнӗ йӑла тӑрӑх уява чи малтанах Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Т.С. Леонтьева уҫнӑ. Хыҫҫӑн ял ҫыннисене саламлама сӑмаха Етӗрне районӗн администраци пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата район администрацийӗн социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Г. Иванова илнӗ.
Уява пуҫтарӑннӑ халӑха К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театӑрӑн артисчӗ Григорий Федоров хӑйӗн кӑсӑклӑ концерт программипе илӗртнӗ. Унсӑр пуҫне куракансене сцена ҫине тухнӑ вырӑнти фольклор коллективӗ «Выла», Хӗрлӗ Чутай районӗн Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ «Шупуҫ» хӑйсен юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Яланхилле уяв иртнӗ тӳремре суту-илӳ ӗҫне ирттернӗ, ача-пӑчасем валли аттракционсем ӗҫленӗ.
Хӑйсен вӑй-хӑватне ял халӑхӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Казакова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи культура учрежденийӗсенче пулнӑ. Чи малтанах вӗсем районти культурӑпа кану центрне ҫитсе курнӑ. Тепри вара — Питеркасси ялӗнчи Культура ҫуртӗнче. 1977 ҫулта хута янӑскер ҫак ҫулсенче самай япӑхса кайнӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл вунӑ ҫула яхӑн хупӑнса ларнӑ. Пӗлтӗр вара ӑна юсама шут тытнӑ. Тӗплӗн юсама республика тата муниципалитет хыснисенчен укҫа уйӑрнӑ та самай ӗҫ ирттернӗ.
Кайран министрпа ҫумӗ Мӑн Этменти Культура ҫуртне ҫитнӗ. Кӑҫал ӑна ҫутӑ, сасӑ, видеопроекци тата ытти хатӗрпе тивӗҫтермелле иккен. Ҫавӑн пекех сцена ҫине тухмалли тумсем те уйӑрӗҫ. Ҫав мул валли тупрана вӑл республика хыснинчен тивӗҫнӗ. Ятарлӑ конкурс витӗр тухса. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ-мӗн.
Сӑнсем (30)
Ял ҫыннин ӗҫсӗр ларма вӑхӑт ҫук. Анкартинче пахча, витере выльӑх-чӗрлӗх, пӳртре ҫемье — ӗҫӗ туллиех. Ҫапах ялта ҫынсем пурнӑҫа ӗҫлесе кӑна ирттермеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче анлӑ сарӑлнӑ ял кунӗсенче юрӑ-кӗвӗ шӑрантарса, ташӑ ҫапса савӑнаҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗн Атнар ял тӑрӑхӗнче ҫулсерен ҫуллахи кунсенче Ял кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Иккӗмӗш Хурашаш ялӗн ҫыннисен хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк, савӑнӑҫлӑ уяв кунне паллӑ тунӑ. Ку уяв нумай хӑнана, ял ҫыннисене илӗртнӗ.
Чи малтанах сӑмаха Антар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов илнӗ. Вӑл пурне те уяв ячӗпе саламланӑ, телей, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вара Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗрӗн 70 ҫулӗ тӗлнелле ҫӗнӗ палӑксем хута ямалли ҫинчен калаҫнӑ. Ял ҫыннисем ку шухӑша ырланӑ, вара «нимелле» палӑксене туса лартмаллипе килӗшнӗ, ку ӗҫ валли ятарлӑ комисси тата яваплисене суйланӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх ялӑн чи ватӑ ҫыннине, нумай ҫул пӗрлӗ пурӑнакан мӑшӑра тата ялӑн обществӑлла пурнӑҫне хутшӑнакансене асӑнмаллӑх парнесемпе чысланӑ.
Хыҫҫӑн Иккӗмӗш Хурашаш ял ҫыннисемпе, хӑнисене «Ҫартмас» фольклор ансамблӗ тата Хӗрлӗ Чутайӑн культурӑпа кану центрӗн коллективӗ хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑни пирки эпир пӗрре ҫырнӑччӗ-ха. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Унта ҫӑва патне каймалли ҫула йӗркене кӗртес тенӗ. Ҫак ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗ ҫине тӑнипе пуҫӑннӑ.
Мӗн тӑвас тетӗн, пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Леш тӗнчене каясси ҫутҫанталӑкӑн вӑхӑтне, ҫул пуррипе ҫуккине пӑхса килмест-ҫке. Шӑтӑк-путӑкланса кайнӑ ҫула юсас тесе ҫыр хӑйӑрне турттарма тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне атнар ҫӑвине хӑтлӑх кӗртессипе те тимлеҫҫӗ-мӗн. Унта пырса кӗнӗ ҫӗрте карта тытнӑ, хапха тунӑ.
Чӑваш Енӗн ИӖМ служби ҫакӑн пек статистикӑпа пире паллаштарать. Чӑнахах та, шел пулин те «хӗрле автан» тухасси эрнесерен ҫирӗпленсе пырать республикӑра. Иртнӗ кану кунӗсенче те пушар виҫӗ хутчен тухнӑ имӗш.
Шӑматкун, утӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрле Чутай районӗнчи Шулю ялӗн пӗр кил-ҫурт таврашӗнче пушар тухнӑ. Асӑннӑ инкек вара ҫунакан кӑмака хӗмӗнчен тухнӑ. Унтан выльӑх апатне хатӗрлемелли кивӗ сарай та хыпса илнӗ. Вутпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтернӗ. Анчах хуҫалӑхри сарай тӗпипех ҫунса кайнӑ.
Ҫак кунхинех Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑчӗ ялӗнче 53 ҫулхи арҫынӑн кил-ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Пируса сӳнтерме манни кил хуҫине чутах пурӑнмалли ҫуртсӑр хӑварӗччӗ — пушарпа кӗрешекенсем вӑхӑтра ҫитнипе шал енӗ ҫеҫ юрӑхсӑрланнӑ. Инкек кил хуҫине 25 пин тенкӗллӗх шырлӑх кӳнӗ.
Унсӑр пуҫне кану кунӗсенче Комсомольски ҫумӗнче тепӗр пушар тухнӑ. Кунти инкек сӑлтавне вара сарайра выртакан ҫӗмрӗк скутерпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ҫулӑм айӗнче асӑннӑ ҫурт-йӗр тӑрри ҫунса кайнӑ.
Ҫар ҫулне ҫывхаракан ҫамрӑксем нумаях пулмасть Атӑлҫи тата Урал федераци округӗсенчи Спартакиадӑна пухӑннӑ. Чӑваш Ен чысне унта Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул каччисем — Константин Савельев, Дмитрий Почейкин, Денис Триковский, Евгений Еремин, Кирилл Ярайкин, Олег Канцеляров, Дмитрий Мидейкин, Олег Анисимов, Сергей Сарин, Стас Федотов, Николай Аливанкин — хӳтӗленӗ. Халӗ вӗсемпе тӑван тӑрӑхӗ чӑннипех хӑпартланма пултарать.
Ӑмӑртӑва Пенза, Ӑренпур, Тӗмен, Свердловск облаҫӗсенчи, Пермь Енӗнчи, Мари Элти, Пушкӑртстанри, Чӑваш Республикинчи тата Ханты-Манси автономи округӗнчи яшсем хутшӑннӑ. Вӗсем сакӑр енлӗ кӗрешес, пейнтбол, ҫар эстафети тата ҫар хатӗрленӗвӗн енӗпе тупӑшнӑ. Хӗрлӗ Чутай ачисем эстафетӑра 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, пейнтболпа — 2-мӗш, кӗрешессипе — 5-мӗш, ҫар хатӗрленӗвӗн ӑмӑртӑвӗнче — 1-мӗш. Ҫапла вара ушкӑнпа илсен каччӑсем Пенза облаҫӗнчи тантӑшӗсенчен виҫӗ очко сахалрах пухса иккӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Кӗркунне вӗсен Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗ.
Сӑнсем (19)
Чӑваш Енре 30 ытла суйлав кампанийӗ иртмелле. Кун пирки Regnum информаци агентстви республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтерни ҫине таянса хыпарлать. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте республикӑн парламентне депутатсем суйланипе пӗрлех вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен пуҫлӑхӗсене суйлассипе тата вырӑнти халӑх тарҫисене суйлассипе сасӑлавсем иртмелле.
Вӑхӑт ҫитиччен иртекен суйлавӑн сӑлтавӗ тӗрлӗрен. Чӑваш парламентне депутат суйлассине илсен, унӑн вырӑнӗ Куславкка районӗнче пушаннӑ. Асӑнӑн пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланнӑ Александр Разумов пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Россотрудничествӑна (ӑна Константин Косачев ерсте пырать, Разумов унӑн пулӑшаканӗ пулнӑччӗ) ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кунсӑр пуҫне 10 ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйламалла. Улатӑр районӗнче Атрать тата Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Етӗрне районӗнчи Мучар, Стрелецки тата Ирҫе, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл, Муркаш районӗнчи Ильинкӑри, Пӑрачкав районӗнчи Сиявски, Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ, Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене суйламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |